Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXXXIII пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Ман вулаканӑм, ырӑ тусӑм,
Паян вӑратрӑн пулнине,
Этем историне пӗр пусӑм
Туса хускатрӑн иртнине.
Иртни ҫухалтӑр ҫаврӑнмасӑр,
Иртни — вӑл хурлӑхӑн шӑпи.
Анчах нимпе те чарӑнмасӑр
Пырать вӑл, пурнӑҫ урапи.
Илемсӗр вӑхӑт кайрӗ, иртрӗ,
Ҫухалчӗ пусмӑрлӑх тӗтри.
Паян, куратӑн пулӗ, ҫитрӗ
Этемӗн ҫутӑ ӗмӗтри.

Ман вулаканӑм, ман юлташӑм,
Ирпе, каҫпа та сӗм ҫӗрле
Эпир санпа йӗрпе тухасшӑн
Ырмасӑр пытӑмӑр пӗрле.
Ташланӑ, кулнӑ савӑнса,
Хӑш-пӗр тӗлте йӗрсе те пӑхнӑ,
Пыл хурчӗ пек чуна та сӑхнӑ,
Килсессӗн хурлӑх тӑвӑнса.
Хӗрхенӳпе мӗнле ҫын сармӗ
Чечекӗн хурлӑхлӑ ҫулне?
Унта пырсассӑн, кам юхтармӗ
Вӗри те тӑрӑ куҫҫульне?

Вӑраххӑнах сехечӗ ҫитрӗ —
Сыв пуллашар та уйрӑлар.
Пулни-курнисене каҫ витрӗ,
Эпир ыр кӑмӑлпа юлар.
Ҫырни авалхине хускатрӗ
Ӑна кӑларчӗ халь ума.
Тен, ҫавӑнпа паян васкатрӗ
Вал ҫӗнӗ пурӑнӑҫ тума.
. . . . . . . . . . . . . . . .
. . . . . . . . . . . . . . . .
Ват Атӑл, эс юхан канмасӑр;
Сан тӑрӑх ҫил чупать вӑш-ваш.
Ӗмӗртенпе пуҫне таймасӑр,
Иртмест нихҫан кашни чӑваш.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-11 12:31:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2641 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем